Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ ӳснӗ. Пӗлтӗр, 2016 ҫулпа танлаштарсан, ку чирпе 77 ҫын ытларах чирленӗ.
Пӗлтӗр республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ 281 ҫынна шута илнӗ. 2015 ҫулта вара кунашкаллисен йышӗ 204 ҫын пулнӑ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ку чир ытларах ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерет. Анчах психотроплӑ япаласене венӑна шприцпа янӑ чухне ВИЧ ертекен йышланнине те палӑртмалла. Ку кӑтарту 2011 ҫултанпа 17,1 процентран 33,9 процент таран ӳснӗ.
Роспотребнадзор 2017 ҫул тӗлне республикӑра 100 пин ҫынран 145-шӗ ВИЧпе чирлине палӑртнӑ. Ку чирпе чирлисене Канаш хулинче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче нумай шута илнӗ.
Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ҫул-йӗр тӑвакансене сӑмах лекнӗ.
Ҫул-йӗр тӑрӑмне тишкернӗ Владимир Иванов яваплисем пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырӑна тухсах тӗрӗсленине палӑртнӑ. Федераци пӗлтерӗшлисенчен Канаш районӗнчи Шӑнкӑртам патӗнчи ҫула хурланӑ. Министр ҫул-йӗре вӑтам хак панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку енчен ҫивӗчрех пулнӑ. Вӑл ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланипех ҫырлахмалла маррине, ӑна тӗплӗн тата вӑхӑтра юсамаллине тата подряд организацисене тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан подрядчиксене явап тыттармаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енри ҫул-йӗре юсама 5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнине шута илсен тупра енчен йывӑрлӑх пулмалла мар.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен администрацийӗсем пурӑнмалли 471 ҫурт тӗлӗшпе социаллӑ найм мелӗпе килӗшӳ тунӑ. Кунашкал тепӗр 552 килӗшӳ алӑ пусмалла.
Канашлура ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр районта вара ку тӗлӗшпе кӑлтӑксем пур-мӗн. Тӗслӗхрен, Улатӑрта ҫурт-йӗрӗн пасар хакне палӑртмашкӑн укҫа-тенкӗ ҫук. Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче хака палӑртас ӗҫ вӑраха тасӑлнӑ.
Кунашкал лару-тӑру Михаил Игнатьева кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл пуҫлӑхсене ӗҫлеме, палӑртнине пурнӑҫлама хушнӑ. Программӑна вӑхӑтра пурнӑҫласси администраци пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пулнине хыттӑн аса илтернӗ. «Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлаймастӑр тӑк алӑ пусмалла та тухса каймалла», — тенӗ Михаил Васильевич.
Канаш районӗнчи Хучел ялӗнче ҫитес виҫӗ ҫулта 120-е яхӑн пӳрт туса лартмалла. Пурте пӗр урамрах пулӗҫ-и — хальлӗхе пӗлместпӗр. Анчах ҫав ҫуртсене тума палӑртнӑ территорие аталантарма, хӑтлӑх кӗртме республика хыснинчен 12 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа уйӑрасси паллӑ. Кӗмӗл федераци тата республика бюджечӗсенчен тивӗҫӗ.
Асӑннӑ территорие укҫа уйӑрассине ятарлӑ конкурсра палӑртнӑ. Субсиди парассине ӗнер, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер укҫапа епле усӑ курнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ.
2017–2020 ҫулсенче ҫавӑн пекех Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерӗн хӗвелтухӑҫ пайне, Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗн кӑнтӑр пайне хӑтлӑх кӗртме укҫа уйӑрмалла.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Пикшихри культура ҫуртӗнче «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурс иртнӗ.
Районти пур ялтан тенӗ пекех чӑваш ҫи-пуҫне илсе пынӑ: хӗрарӑмсемпе арҫынсен авалхи пир кӗписене, сурпансене, хуҫалӑхра усӑ курнӑ савӑт-сапана... Ӗлӗкхи тата хальхи вӑхӑтра ӑсталанӑ хушпупа тухьян уйрӑмлӑхне тимлӗ куракансем тӳрех асӑрханӑ.
Жюрире Чãваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чãваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ, халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи Зинаида Воронова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева пулнӑ.
Уява Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Шӗкӗр», Кошнаруй культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем», Татмӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Татмӑш ен», Хирти Катекри «Шевле» ушкӑнсем илем кӳнӗ.
Канаш хулинче тӗпленнӗ Салдаевсем нумай-нумай ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫак кунсенче «тимӗр» туя паллӑ тунӑ.
Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 65 ҫул каялла пӗрлешнӗ. Мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратнӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халӗ Виктор Афанасьевичпа Зинаида Степановна 4 мӑнукне, вӗсен 6 ачине пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Салдаевсем — тыл ӗҫченӗсем. Вӗсем иккӗшӗ «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ. Мӑшӑр «тимӗр» туя паллӑ тунӑ май йӑлана пӑсман — Канашри Хисеплӗ юбилярсен кӗнекине алӑ пуснӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем Виталий Сергеева пӗлеҫҫех. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Ивановпа пӗр пекӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем мана. Иккӗшӗ те — хальхи вӑхӑтри Кӗлпук Мучи тейӗн. Драма театрӗнчи кулӑш ӑсти Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята унчченех тивӗҫнӗччӗ. Виталий Сергеева вара халӗ, Чӑваш Республикин Элтеперӗн пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, панӑ.
Виталий Сергеев Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче филолога вӗреннӗ чухне «Театр ӗҫӗ» специальноҫа суйланӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫын пур енлӗн ӗлкӗрет: эстрадӑра та Виталий Сергеев хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче Владислав Ильин вице-адмиралӑн парнисене тата ятран хатӗрленӗ чӑвашла медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн республика шайӗнче пуҫласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Унта Комсомольски, Шупашкар, Канаш, Тӑвай районӗсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Владислав Ильин Комсомольски районӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче 1948 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗсмете вӑл шыв айӗнчи атом кимӗре электронавигаци ушкӑнӗн командирӗнчен пуҫланӑ. Кӑштахран ӑна атомлӑ кимӗ командирне лартнӑ. Ҫарпа тинӗс академине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 34 ҫулти Владислав Ильин шыв айӗнчи ракета крейсерӗн командирӗ пулса тӑнӑ. 1994 ҫулта пирӗн ентешӗмӗре Ҫарпа тинӗс флочӗн Тӗп штабӑн пуҫлӑх ҫумӗн тивӗҫне шаннӑ. Ҫулталӑкран вӑл пӗрремӗш заместителе ҫитнӗ.
Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна салтака каясран тарса ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл 3 ҫул ҫурӑ ҫар комиссариатне пыман.
Ун патне повестка 8 хутчен килнӗ. Анчах каччӑ ҫакна шута илмен, ҫар комиссариатне пырса курӑнман.
Каччӑ Канаш хулинче пурӑнать. Вӑл ҫара юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗччен вӑл 8 хутчен повестка илнӗ. Хӑй кирлӗ документсене алӑ пуснӑ. Анчах каччӑ медкомиссие килмен.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Куншӑн 200 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 2 ҫул патшалӑхшӑн ӗҫлеттерме, ҫур ҫуллӑха арестлеме е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.